
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Владимир Агеев художника «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑлама йышӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, хушура ҫырнӑ тӑрӑх, чыса ӳнерҫӗ «Чӑваш Республикин ырлӑхӗшӗн нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ.
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче художникӑн 85 ҫулхине халалласа курав уҫӑлнӑ. Чӑваш халӑх ӳнерҫине ҫавӑн чухне республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев саламланӑ май орден медалӗпе чысланӑ.
Аса илтерер, Владимир Агеев — график та, живописец та. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ. Владимир Агеев Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Капкӑн» журналта чылай ҫул ӗҫленӗ. Кӗнекесене те илемлетнӗ, уйрӑм ӗҫсемпе те ларнӑ, сатирӑра та хӑйне туптанӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Владимир Агеев художника «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. Хушура ҫырнӑ тӑрӑх, чыса ӳнерҫӗ «Чӑваш Республикин ырлӑхӗшӗн нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Константин Иванов, Иван Яковлев ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ — график та, живописец та. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ. Владимир Агеев Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Капкӑн» журналта чылай ҫул ӗҫленӗ. Кӗнекесене те илемлетнӗ, уйрӑм ӗҫсемпе те ларнӑ, сатирӑра та хӑйне туптанӑ.

Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Елчӗкри «Улӑп» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче арҫынсен хушшинче мини-футбол енӗпе ӑмӑрту иртнӗ.Турнира 12 ушкӑн пуҫтарӑннӑ: «Большие Яльчики» (чӑв. Аслӑ Елчӗк), «Яльчики» (Елчӗк), «Сабанчино» (Тӑрӑм), «Новое Байбатырево» (Ҫӗнӗ Пӑва), «Лащ-Таяба» (Лащ Таяпа), «Малая Таяба» (Кӗҫӗн Таяпа), «Кушкӑ», «Тимеш», «Прогресс», «ДЮСШ – Яльчики», «Эмметево» (Элпуҫ), «Юман».
Командӑсем виҫӗ ушкӑна пайланса вылянӑ. Хӑйсен ушкӑнӗнче ҫӗнтернисем малти виҫӗ вырӑншӑн ӑмӑртнӑ.
Пӗр-пӗрне парӑнас мар тесе кашниех чунтан вылянӑ пулин те пӗрремӗш вырӑна «Яльчики» (Елчӗксем) ушкӑна ҫитекен пулман. Иккӗмӗш вырӑна лащ-таяпасем йышӑннӑ. Елчӗкри ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнчисем виҫҫӗмӗш вырӑна никама та паман.

Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ Николай Карлин композитор тата педагог авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 70 ҫул тултарать.
Паллӑ куна халалласа Елчӗкри историпе краеведени музейӗнче пӗчӗк курав йӗркеленӗ. Музей хӑйӗн хӑнисене Николай Карлин юррисемпе, сӑнӳкерчӗкӗсемпе, хаҫатра ун ҫинчен тӗрлӗ ҫулта ҫырнисемпе, унӑн юррисен пуххисемпе паллаштарать.
Николай Карлин — Музыка обществин президиумӗн пайташӗ, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ. Малтанласа Курганти профтехучилищӗре ӑс пухнӑ. Вунӑ ҫултан вӑл Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Малтан Ленин ячӗллӗ колхозри хора ертсе пынӑ, кайран — Шупашкарти П. Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртӗнчи хора. Ҫапла вара Николай Карлин тӗрлӗ ӗҫре тӑрмашнӑ вӑхӑтрах юрӑ ҫырма та вӑхӑт тупнӑ.
Елчӗкри музейри курав юпа уйӑхӗччен ӗҫлӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене асра тытса Елчӗк районӗнчи виҫӗ ялта: Аслӑ Елчӗкре, Курнавӑшра, Ҫӗнӗ Эйпеҫре — палӑксем ҫӗнӗрен уҫнине пӗлтертӗмӗр-ха.
Шӑмӑршӑра вара Германире хӗсметре пулнисене асра тытса тата хисеп туса палӑк уҫнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, 1945 ҫулта унта пулнисене кӑна мар, ҫар тивӗҫне унта 1994 ҫулччен пурнӑҫланисене те асра тытас тенине пӗлтерекен палӑк ку. Хамӑр историе манас мар тесе тунӑ ятпа хатӗрленӗ палӑка паян, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, уҫнӑ.
Палӑк уҫас шухӑша «Германири Совет ҫарӗсен ушкӑнӗн ветеранӗсен республикӑри канашӗ» общество организацийӗ пуҫарнӑ. Монумента гранитран тата мрамортан хатӗрленӗ. Постамент ҫине асӑну плити вырнаҫтарнӑ. Варринче вара хӗҫне антарнӑ совет салтакӗ, ҫӑлнӑ хӗрачана тытса тӑраканскер, тӑрать.

Тӑван вӑрҫинче пуҫ хунисене ячӗпе Елчӗк районӗнчи виҫӗ ялта ҫӗнӗрен палӑксем вырнаҫтарнӑ. Ҫавсен йышӗнче маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑ Ҫӗнӗ Эйпеҫре те ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Аса илтерер, маларах хӑшӗсем унти пирки «Палӑка ишсе антарса ФАП ҫӗклеҫҫӗ», — тесе пӑшӑрханса ӳкнӗччӗ. Анчах ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ялта стелла вырнаҫтарнӑччӗ.
Палӑка паян Ҫӗнӗ Эйпеҫре кӑна мар, Аслӑ Елчӗкре те, Курнавӑшра та уҫнӑ.
Уяв мероприятийӗсене кашни ял тӑрӑхӗнчех йӗркеленине пӗлтереҫҫӗ Елчӗк район администрацийӗнче. Тӳре-шарапа депутатсем те вӗсене хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов тата Петр Краснов депутат вырӑнти райадминистраци пуҫлӑхӗпе Николай Миллинпа Аслӑ Елчӗкринче, Курнавӑшринче, Ҫӗнӗ Эйпеҫринче пулнӑ.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» ятпа ирттернӗ видесӑвӑсен конкурсра мала тухнисене палӑртнӑ. Кун пирки «Шкулта» интернет-журнал пӗлтерет. Хаклавҫӑсен йышӗ пӗчӗк мар пулнӑ — пурӗ 13 ҫын. Вӗсен ӗҫне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн мала ҫак ачасем тухнӑ:
«Пукан ҫинче» номинацире (кунта чи кӗҫӗннисем пулчӗҫ) Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫри тӗп шкул ҫумӗнчи ача пахчине ҫӳрекен Софья Моисеева тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Татьяна Патшинӑпа Мария Лотова йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех палӑрнӑ: Арина Емельянова, Ева Сорокина тата Макар Иванов.
«Пукане» номинацире 4 ҫул ҫурӑран аслӑрах шкул ҫулне ҫитмен хӗрачасем тупӑшрӗҫ. Чи маттурри Комсомольски районӗнчи 2-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Мария Николаева пулчӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Ульяна Шашковӑпа Анна Михайлова йышӑнчӗҫ. Анна — Пушкӑрт Республикинчен. Ҫавӑн пекех палӑрчӗҫ: Ульяна Альгеева, Юлия Маркова, Марина Алексеева.
«Шӗвӗркке» номинаци «Пукане» пеккиех, анчах арҫын ачасем валли. Кунта мала Шупашкарти 112-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Даниил Афанасьев тухрӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Владимир Яковлевпа Сергей Лукианов йышӑнчӗҫ.
Елчӗк районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. унта 18 ҫулти пикене урапа ҫапса хӑварнӑ.
Ку ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 23 сехет те 45 минутра пулнӑ. Елчӗк тата Аслӑ Елчӗк ялӗсен хушшинче 18 ҫулти хӗре ҫапса хӑварнӑ. Ҫамрӑкскере вилмеллех амантнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Lada Priora урапа водителӗ хӗр ҫине кӗрсе кайнӑ та вырӑнтан тарнӑ. Каярахпа ӑна йӗрке хуралҫисем тытнӑ. Руль умӗнче ларакан 29 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ.
Юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑра цифра телекуравӗ вӑйлӑ аталанса пырать. Раҫҫейӗн телевиденипе радио трансляцилекен станцийӗн Чӑваш Енри филиалӗ цифра эфирне юлашки вӑхӑтра икӗ мультиплекспа ӗҫлеттерсе ячӗ. Пӗрремӗш мультиплекса 10 телеканал кӗрет: «Пӗрремӗш канал», «Россия 1», «Матч ТВ», «НТВ», «Петербург-5 канал», «Россия К», «Россия 24», «Карусель», «Раҫҫейӗн обществӑлла телевиденийӗ» (ОТР), «ТВ Центр – Москва».
Иккӗмӗш мультиплексра та 10 телеканал: «РЕН ТВ», «СПАС», «СТС», «Домашний», «ТВ-3», «Пятница», «Звезда», «Мир», «ТНТ», «МузТВ».
Икӗ мультиплекса Шупашкарти антенна тытать. Ҫав вӑхӑтрах пӗрремӗш мультиплекс (РТРС-1) республикӑра сарӑлнӑҫемӗн сарӑлсах пырать. Халӗ, ав, пӗрремӗш мультиплексри каналсене Хӗрлӗ Чутай тата Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк тӑрӑхӗнче пурӑнакансем те, пурӗ 25 пин ҫын, курма тытӑннӑ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н. Волков ячӗллӗ вӑтам шкулта нумаях пулмасть сенсор пӳлӗмӗ уҫӑлнӑ.
Раштавӑн 22-мӗшӗнченпе ӗҫлекен ку пӳлӗмре сывлӑхшӑн усӑллӑ темле япала та пур: велотренажер, типӗ бассейн, ҫемҫе пукансем тата ытти те.
Сенсор пӳлӗмӗне ачасен пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе те усӑ курасшӑн. Унта хӑйӑрпа тата шывпа ӗҫлемелли сӗтелсем те вырнаҫтарнӑ. Утмалли мобиль текен япала та пур унта.
Пӳлӗме чи малтан 2-мӗш класра вӗренекен ачасене илсе кайса кӑтартнӑ. Любовь Адюкова педагог ку пӳлӗм ачасене самай усӑ кӳрессе шаннине палӑртать.
Сенсор пӳлӗмӗн алӑкӗ шкулта вӗренекенсем валли кӑна мар, унта тӑрӑшакансем валли те уҫӑ пулӗ. Кунсӑр пуҫне ашшӗ-амӑшне те унта кӗртме шантараҫҫӗ.
